Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи

Паян, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, Раҫҫейре сӑмахсарсемпе энциклопедисен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ку уяв официаллисен йышне кӗмест пулин те чӗлхеҫӗсемшӗн вӑл пӗлтерӗшлӗ кун шутланать. Ҫак кун сӑмахсарсем пирки лекцисем вулаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем хатӗрлесе ирттереҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ те ҫак куна палӑртмасӑр ирттерсе ярас темерӗ — электронлӑ сӑмахсарсен сайтне Николай Иванович Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 5-мӗш томне кӗртрӗ. Ҫапла май халь кунта 3-мӗш томсӑр пуҫне пӗтӗм Ашмарин словарӗ вырнаҫнӑ.

Чӳкӗн 22-мӗшӗнче сӑмахсарсемпе энциклопедисен кунне паллӑ тума вӑл кун Владимир Даль ҫуралнине кура суйланӑ. Асаилтеретпӗр, Владимир Даль — вырӑс чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин авторӗ. Кунашкал уяв АПШ-ра та пур. Вӗсем словарьсен кунне юпан 16-мӗшӗнче, Ной Вебстер ҫуралнӑ кунхине, паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл та, вырӑс ӑсчахӗ пекех, сӑмахсарсем калӑпласа чапа тухнӑ. Чӑваш чӗлхеҫисемшӗн вара ку тӗлӗшпе 1870 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ Николай Иванович Ашмарин паллӑ вырӑн йышӑнать. Анчах хальччен авӑнӑн 22-мӗшӗнче словарьсен уявне уявласси пулман-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://samah.chv.su/dict/8.html
 

Чӑваш чӗлхи
Театрӑн паянхи сӑнӗ. Валерий Туркай ӳкернӗ
Театрӑн паянхи сӑнӗ. Валерий Туркай ӳкернӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне икӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ. Кун пирки пире Валерий Туркай сӑвӑҫ пӗлтерчӗ. Асаилтеретпӗр, унччен маларах, театр ҫуртне ҫӗнетнӗ май, ятне вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Театр ертӳҫи Елена Николаева пире пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхепе ҫырса хума малтанах шут тытнӑ пулнӑ. Халӑх хушшинче шӑв-шав ҫӗкленнине пула театр ятне икӗ чӗлхепе халех ҫырса хунӑ.

Ҫак кунсенче театрта ҫамрӑксен театрӗсен пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑл юмахӗ» фестивалӗ иртет. Унта ҫӗршыври тӗрлӗ тӑрӑхсенчи театрсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Паян, сӑмахран, 18 сехет ҫурӑра эсир Ӗпхӳри «Нур» тутар патшалӑх театрӗ лартнӑ «Живи на солнечной стороне» (чӑв. Хӗвел ҫӳтипе савӑн) спектакльпе паллашма пултаратӑр.

Унсӑр пуҫне, чӳкӗн 22-мӗшӗнче 14 сехетре пирӗн паллӑ поэтӑмӑра Ҫеҫпӗл Мишшин юбилейне халалласа кунта тӗп уяв иртмелле. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсене чыслӗҫ, уява чаплӑ хӑнасем те хутшӑнӗҫ.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Культура

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Юпа уйӑхӗ вӗҫленнӗ май Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн вӑл уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Самай вӑй хурса малтанхи уйӑхӑн рекордне тата та ҫӗнетрӗмӗр. Авӑн уйӑхӗнче 30 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ кӗртейрӗмӗр пулсан — юпа уйӑхӗнче вара 40 пин ытла!

Тӗплӗнрех чарӑнса тӑрар. Иртнӗ уйӑхра «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» чылай хайлавсемпе пуянланчӗ. Иван Гончаровӑн «Обломовӗ», А. Мусатовӑн «Стожарӗ», Антон Чеховӑн калавӗсем тата ытти хайлава эпир чӑвашла та вырӑсла та хамӑр корпуса кӗртрӗмӗр. Ҫапла май паянхи кун кунта 165 126 мӑшӑр шутланать. Иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан ку 40 пин те 308 пуплевӗш ытларах.

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ черетлӗ ҫӗнетӳсем кӗтет — юпа уйӑхӗнче ӗнтӗ эпир Николай Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 5-мӗш томне юсаса ҫитертӗмӗр. Ку ӗҫе Алина Ивановӑпа Михаил Саркӑмӑл турӗҫ. Юсанӑ текст сайта кӗме хатӗрленет — уйӑх вӗҫнелле туса ҫитернӗ май ӗлкӗреймерӗмӗр-ха.

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫин кӑтартӑвӗсене илсе парар. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра 1 428 (+63) текст, 204 733 (+38 859) пулевӗш, 2 396 853 (+389 752) сӑмах.

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Васка-васка пурнать чӑваш. Ӑна тумалла, кӑна тумалла... Ҫак васкавра вара хӑйӗн пирки шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Чи малтан йӗри-тавра ҫавнашкалах чупса та хӑшкӑлса ҫӳрекен халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Кайран тин вара хӑй пирки те шухӑшлама вӑхӑт тупӑнасса шанать пулас. Ҫапла май чупса та васкаса ҫӳрет ӗнтӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫаҫҫӗ. Хитре те илемлӗ. Мӗншӗн-ха эсир вара, Ҫеҫпӗл ячӗпе хисепленсе тӑракансем, вырӑсла кӑна ҫырса хунӑ-ха тесен — хуравӗ питӗ ансат иккен: вӑхӑт пулман. Вырӑсла ятне, туллин ҫырса хума кунӗ-ҫӗрӗпех шухӑшланӑ пулать пулас та чӑвашла, тӑван чӗлхепе те ҫырмалли пирки пуҫа кӗмен пулас. Уҫнӑ хыҫҫӑн тин, ҫынсем асӑрхаса тӗлленӗ хыҫҫӑн, «вӑхӑт ҫитмен» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхине республикӑра ҫӳп-ҫап вырӑнне хуни пирки мӗн чухлӗ шавламаҫҫӗ, мӗн чухлӗ сӑмах хускатмаҫҫӗ — ӗҫӗ-пуҫӗ вара пӗрре те вырӑнтан хускалмасть. «Тен, асӑрхамӗҫ те» тесе ӗҫлеҫҫӗ-ши? Этем текенни йӑнӑш ҫинче вӗренмелле пек те, анчах ҫак ӗҫре вара темшӗн пӗрре те вӗренесшӗн мар. Кашнинчех ҫав «кӗрепле» ҫине пусса, авринчен ҫамккисене ҫаптараҫҫӗ (мазохистсем тейӗн!

Малалла...

 

Культура

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрсен театрӗнче 87-мӗш сезон уҫӑлнӑ. Ҫав ятпа унта «За синими туманами» спектакль кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнине тата ӳнер учрежденийӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнине театр хӑйӗн Фейсбукри страницинче хыпарланӑ. Кинотеатр пулнӑ ҫурт урамран халӗ, чӑн та, хитреленнӗ. «Чувашский государственный ордена Дружбы народов ТЕАТР ЮНОГО ЗРИТЕЛЯ имени М. Сеспеля» тесе аякран курӑнмалла ҫырса хунӑ.

Ҫавна курнисенчен хӑшӗсем театр ятне чӑвашла ҫырманнине асӑрханӑ. Александр Блинов чӑваш хастарӗ те ҫавна палӑртнӑ, Чӗмпӗрти Николай Ларионов ҫыравҫӑ та. «Аван, анчах Чӑваш Республикинче чӑвашла та ҫырмалла!», — тенӗ, тӗслӗхрен, Чӗмпӗрти йӑхташӑмӑр.

Театр пуҫлӑхӗ Елена Николаева чӑвашла пулатех тесе шантарнӑ, хальлӗхе вӑхӑт ҫитменнине палӑртнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
Гугл.Карт сӑнӳкерчӗкӗ
Гугл.Карт сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче «Тӑван чӗлхесемпе литературине вӗрентессин тата тӗпчевӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конфепренцийӗ иртет. Ӑна Тӗп халӑхсен чӗлхисен ҫулталӑкне халаллӗҫ.

Конференцире ҫак ыйтусене пӑхса тухма палӑртнӑ: «Хальхи чӗлхе пӗлевӗн тата литературоведенин ҫивӗч ыйтӑвӗсем», «Поликультурлӑ пурнӑҫра тӑван чӗлхесене тата литературӑна вӗрентесси», «Поличӗлхеллӗ пурнӑҫра тӑван чӗлхене вӗрентесси: шкул умӗнхи вӗрентӗвӗн этнокультурӑллӑ аспекчӗ», «Ҫемьери тата обществӑри билингвизм», «Вӗрентӳри социолингвистика ыйтӑвӗсем».

Конференци хыҫҫӑн материалсемпе статьясен пуххине хатӗрлесе кӑларӗҫ. Унта вӗсене тӳлевсӗрех пичетлӗҫ. Конференцие те хутшӑнмашкӑн тӳлевсӗр.

 

Вӗренӳ

Китайри Гуйчжоу провинцире Вырӑс чӗлхи вӗренмелли центр уҫӑлнӑ. Тепӗр специалистсем каланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине пӗлекенсем китай чӗлхине те ӑша хӑвӑрт хываҫҫӗ.

Центр уҫма И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Делегацире Владимир Иванов ректор, аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх тата инноваци ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Кириллов, шкул ҫулне ҫитменнисен, коррекци педагогикин тата психологи факультечӗн деканӗ Игорь Кожанов пулнӑ.

ЧППУ Гуйчжоури педагогика университечӗпе килӗштерсе ӗҫлет. Чӑваш Енри ҫак аслӑ шкулта пӗлӳ илекенсем Китайри асӑннӑ аслӑ шкулта стажировка ирттереҫҫӗ.

Гуйчжоу провинцийӗн тӗп хулинчи, Гуйянти, 10-мӗш вӑтам шкулта та пулнӑ делегаци. Унта та килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗнче хыпар тухнӑччӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 50 пинрен иртни пирки хыпарланӑччӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант пулчӗ — Чӑваш халӑх сайчӗ ҫуралнӑ кунӗ тӗлне вӗсен йышӗ 100 пинрен иртрӗ. Акӑ халӗ паян ҫак кӑтарту 150 пин урлӑ каҫрӗ. Уйӑх вӗҫленмен пулин те ӗҫ-пуҫ каллех иртнӗ уйӑхри рекорда ҫӗнетес енне пурать. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫак уйӑхра 25 пин ытла кӗртме ӗлкӗртӗмӗр те ӗнтӗ!

Ҫавах 150 пин вӑл 1 миллион мар. Йӗркеллӗ куҫаруҫӑ тӑвас тесен тата ӗҫлес те ӗҫлес пулать! Ку ӗҫе эсир те хутшӑнма пултаратӑр — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» регистрациленмелле кӑна. Куҫарнӑ чухне сайт хӑй те сире куҫарусем сӗнӗ — чылай чухне ик-виҫӗ сӑмахне ҫеҫ тӳрлетме тивет.

Пӗр вӑй пулса ҫак пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫе пирӗн туса ҫитермеллех!

 

Культура
Александр Степанов чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа парать
Александр Степанов чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа парать

Паян Шупашкарта XXIV чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Вӑл ҫулсерен иртет. Йӗркелӳҫӗсен йышӗнче педагогика университечӗ (вӗсем патӗнче пухӑнаҫҫӗ), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх, Чӑвашри эсперанто ассоциацийӗ.

Яланхи пекех чӗлхе фестивалӗ питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ — хӑнасем нумай-нумай чӗлхесемпе паллашрӗҫ. Лекцисем пӗр харӑс 17 аудиторире иртрӗҫ. Сӑмах май, чӗлхесем тӗрлӗрен пулчӗҫ — чӑвашсемпе юнашар пурӑнакан ҫармӑссемпе ирҫесенчен пуҫласа инҫетри корейсемпе китайсен чӗлхисемпе те паллашма пулатчӗ. Паллах, фестиваль чӗлхесем вӗренмелли вырӑн мар — ун тӗллевӗ: тӗнчен тӗрлӗ енлӗхне кӑтартса парасси. Ҫавӑнпа та лекторсем ытларах чӗлхесенчи кӑсӑк енӗсене кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Чылайӑшӗ вӑл вӑхӑтрах — инҫетрен килнӗ хӑнасем. Сӑмахран китай чӗлхипе паллаштаракансем йышлӑн пулчӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе Александр Степанов паллӑ вӗрентекен паллаштарчӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, [59], 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, ... 160
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть